Чувашский таможенный пост ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Экономика: Тавар килет, тавар каять. Пĕлтĕрхинчен çапах та сахалрах

09 апреля 2014 г.

http://www.chuvash.org/news/5498.html

Экономика: Тавар килет, тавар каять. Пĕлтĕрхинчен çапах та сахалрах

Таисия Ташней 08.04.2014 18:32 | 38 хут пăхнă
Пĕтĕм тавар таможня урлă килсе каять
Пĕтĕм тавар таможня урлă килсе каять

Кăçалхи кăрлач–пуш уйăхĕсенче Чăваш Республикин тулаш суту-илӳ çаврăнăшĕ 68,4 миллион долларпа танлашнă. Çав шутран экспорт виçи 41,4 процент йышăнать. Тулаш тавар çаврăнăш пĕлтĕрхи çулталăк пуçламăшĕнчи виçĕ уйăхринчен 36,2 процент чакнă. Çав вăхăтрах чикĕ леш енне тавар ăсатасси 6,4 процент чухлĕ хутшăннă.

Тулаш çаврăнăша илсен экспортăн 34 процентне, импортăн 92 процентне инçет чикĕ леш енчи патшалăхсемпе суту-илӳ туни кӳнĕ. Ертсе пыракан суту-илӳ партнерĕсен шутне унтан тавар илсе килессипе Китай, Германи, Итали, Аслă Британи, Польша кĕреççĕ иккен, хамăр патран ăсатассипе — Украина, Азербайждан, Молдави, Словаки, Узбекистан.

Чикĕ леш енне пирĕн патран ăсатакан тавар хушшинче хими промышленноçĕн таварĕпе каучук 58,3 процент йышăнаççĕ, машиностроенин продукцийĕ — 31,1 процент. Çав вăхăтрах хими промышленноçĕн таварĕ сутăнасси 662 процент чухлĕ ӳснĕ иккен, машиностроенин 2,3 процент чакнă.

Пирĕн пата та хими промышленноçĕн таварĕпе каучук, машина, оборудовани, транспорт хатĕрĕ (кунта механика хатĕр-хĕтĕрне, электричество машинисене, инструментсемпе аппаратсене тата ыттине те кĕртеççĕ), пир-авăр килнĕ. Анчах хими продукцине кӳрсе килесси 41 процент чакнă, машиностроени продукцийĕн — 2,4 хут, тимĕр-тăмăрăн — 3,9 хут.

Тавар ăсатакан тĕп предприятисен шутне «Август», «Химпром», Чапаев ячĕллĕ завод, «Акконд», «Текстильмаш» кĕреççĕ. Хамăр пата илсе килекеннисем те çавсенчен иккĕшĕ: «Август» тата «Акконд», çавăн пекех — «ЧЭТА», «Керамика», «Хлопковый край».

Чувашский народный сайт по данным Чувашского таможенного поста.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика